Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ӗмӗтри шӑпа - Людмила Семенова

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Ах, чӗремҫӗм, мӗншӗн эс салху?
ӗҫ патне те ал пымасть темме?
Шӑратам-и юрӑ пӗрех хут?

старса кичеммӗн ҫеҫ ҫемме?
ӗмӗтри савниҫӗм, эс ӑҫта?
ӑҫтарах шырас-ши ман сана?
??Тӗлӗкре тӗллентӗм ҫак каҫ та
Хускатса вӑратрӑн ман чуна
Тӗл пулсамччӗ пурнӑҫра сана
Хӑҫанччен кӗтсе пурӑнмалла?
Е сан ырӑ та хавас сӑнна -
Каласамччӗ - манӑн манмалла?

Тӗлӗкре анчах-ши, ҫут телей,
Йӑл кулса пӑхатӑн ман ҫине?
Эс килсемччӗ, эп кӗтеп, килех
Савнӑҫпа кӑна кӗтсе илеп

ӗмӗтри савниҫӗм, эс ӑҫта?
ӑҫтарах шырас-ши ман сана?

Тӗлӗкре тӗллентӗм ҫак каҫ та
Хускатса вӑратрӑн ман чуна
Тӗл пулсамччӗ пурнӑҫра сана
Хӑҫанччен кӗтсе пурӑнмалла?
Е сан ырӑ та хавас сӑнна -
Каласамччӗ - манӑн манмалла?


ӗмӗтри савниҫӗм, эс ӑҫта?
ӑҫтарах шырас-ши ман сана?
Тӗлӗкре тӗллентӗм ҫак каҫ та
Хускатса вӑратрӑн ман чуна
Тӗл пулсамччӗ пурнӑҫра сана
Хӑҫанччен кӗтсе пурӑнмалла?
Е сан ырӑ та хавас сӑнна -
Каласамччӗ - манӑн манмалла?



Тулли верси :: Статья каҫми